Загрузка страницы

Çутă панă

Исемпел, Аслă Пăла Тимеш. Кушкă ялĕсенче пурăнакансем хунар йăтса çӳретчĕç. Елчĕк районĕнчи ялсенче çутă çукки пирки эпир иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче эфирта кăтартнăччĕ. Çĕртме уйăхĕнче лару-тăру уçăмланчĕ. Унта пурăнакансем хăйсен савăнăçне пире те ӳкерсе ярса пачĕç. АЛЕКСЕЙ ЖИРНОВ: «Начар çутнă тесе çăхав пулнăччĕ. Эпĕ телевизорпа та куртăм. Мана видеопа кăтартрĕç. Халь юпа сиктерсе хунарсем çунаççĕ. Çĕрĕпе çунаççĕ». Алексей Жирнов Исемпелĕнчех çуралнă. Чылай çул Чулхулара пурăннă хыççăн тăван ялах таврăннă. Урамра каçпа çутă пулни чуна савăнтарнине калать ватă. Ытти ялта пурăнакансем те хунарсем çуннипе кăмăллă. ВЛАДИМИР ПОРТНОВ: «Хальхи вăхăтра пирĕн урамсенче çутă енчен питĕ лайăх. Халăх питĕ кăмăллă. Унчченхи вăхăтра мĕн-пур юпасем çинче çутă çукчĕ. Юлашки вăхăтсенче пур юпа çинче те çутă çутаççĕ». ГЕННАДИЙ АЛЮНОВ: «Ĕлĕк Анаткасра пĕр çутăччĕ, Турикасра икĕ çутăччĕ. Халĕ унпа танлашатарсан кашни юпа çинчех çутăсем. Вăл пире питĕ савăнтарать. Малашне те çак çутăсене çутсах тăччĕр. Шанатпăр». Çутă малашне пулассинче иккĕленӳ пулмалла мар. Хунарсем çунманни çутă юписене улăштарнипе те çыхăннă пулнă. Кун пирки пире Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пĕлтернĕччĕ. ЛЕОНАРД ЛЕВЫЙ: «Хальхи вăхăтра хунарсене çĕнетсе пыратпăр. Уйрăмах çак çăхавра аса илнĕ Сад, Ленин тата Çĕнĕ урамсенче те хальхи вăхăтра хунарсем çутаççĕ, вĕсемпе тата та малалла çĕнетсе ĕçлесе пырăпăр».

Видео Çутă панă канала Национальное телевидение Чувашии
Показать
Комментарии отсутствуют
Введите заголовок:

Введите адрес ссылки:

Введите адрес видео с YouTube:

Зарегистрируйтесь или войдите с
Информация о видео
22 июня 2022 г. 21:23:16
00:01:51
Другие видео канала
День рождения "Тăван радио" 15.12.2013День рождения "Тăван радио" 15.12.2013Республика 22.06.2022 на русском языке. Вечерний выпускРеспублика 22.06.2022 на русском языке. Вечерний выпускВ Чувашии прошел конкурс лучший каменщик Чувашии- 2022В Чувашии прошел конкурс лучший каменщик Чувашии- 2022В Чувашии прошла акция «Свеча памяти»В Чувашии прошла акция «Свеча памяти»По существу. Выпуск 22.06.2022По существу. Выпуск 22.06.2022На заседании кабинета министров  рассмотрели вопросы о выплатах медицинским работникамНа заседании кабинета министров рассмотрели вопросы о выплатах медицинским работникамРеспублика   22.06.2022  на чувашском языке. Вечерний выпускРеспублика 22.06.2022 на чувашском языке. Вечерний выпуск🎼Попурри из чувашских хитов 70-ых. 👨‍👩‍👧‍👦 Народ слушает стоя.🎼Попурри из чувашских хитов 70-ых. 👨‍👩‍👧‍👦 Народ слушает стоя.Сергей ЛекеровСергей ЛекеровПолина БорисоваПолина БорисоваСăльма Тули.     "Симĕс тумлă йăмрасем"Сăльма Тули. "Симĕс тумлă йăмрасем"Кадет балĕ иртрĕКадет балĕ иртрĕАлексей Московский"Сÿнмест юрату"Алексей Московский"Сÿнмест юрату"Утро с книгой. Выпуск №4Утро с книгой. Выпуск №4Депутаты Госсовета изучили опыт муниципальной реформы в Шумерлинском муниципальном округеДепутаты Госсовета изучили опыт муниципальной реформы в Шумерлинском муниципальном округеТерритория здоровья. Как не довести себя до операции?Территория здоровья. Как не довести себя до операции?Типшем СашукТипшем СашукВ мемориальном комплексе «Победа» к Вечному огню возложили цветыВ мемориальном комплексе «Победа» к Вечному огню возложили цветы«Эпĕ — патриот» фестиваль«Эпĕ — патриот» фестивальПĕлĕт, пĕлĕт - Ольга Осипова (2014)Пĕлĕт, пĕлĕт - Ольга Осипова (2014)
Яндекс.Метрика