Загрузка страницы

Кадет балĕ иртрĕ

Экзаменсен тапхăрĕ хыçа юлса пырать, эппин 9 тата 11-мĕш класс пĕтерекенсем шкул саккипе сыв пуллашма хатĕрленеççĕ. Çак кунсенче «Çĕнтерӳ» мемориал комплексĕнче кадетсен балĕ иртрĕ. Унта республикăри 300 ытла çамрăк хутшăнчĕ. Маттур хĕрсемпе каччăсен чунĕнче иккĕлле туйăм хуçаланать. Çак куна чылай кĕтнĕ пулсан та, çамрăксене вăхăт-вăхăтăн тунсăхлă кăмăл-туйăм пусса илни палăрать. Сывпуллашу вальсĕ пурнăçăн çĕнĕ тапхăрне çул уçать-çке. КАМИЛИЯ ПЕТРОВА: «Çак куна эпир пурте кĕтнĕ, анчах та шкулти коридорсемпе пирĕн уйрăлас килмес, пĕрле вĕренекенсемпе, учительсемпе». Чăваш Енре кадетсен 4 шкулĕ тата 215 классĕ йĕркеленнĕ. Çак енĕпе республикăра пĕтĕмпе 5 000 ытла çамрăк пĕлӳ илет. Патриотлăх туйăмне мĕн пĕчĕкрен хăнăхакансем хăйсен пуласлăхне те çар ĕçĕпех çыхăнтарасшăн. НИКИТА ДОЛГОВ: «Савăнăçлă кăмăл-туйăмпа килнĕ, мĕншĕн тесен 11 çул кĕске вăхăт мар. Лайăх ирттертĕмĕр тесе шутлатпăр, савăнăçлă аса илмелли. Уйрăлмашкăн кăшт салхуллăхĕ та пулĕ, тепĕр енчен савăнăçĕ те пур». Кадет шкулĕсемпе классенчен вĕренсе тухакансене регион ертӳçи Олег Николаев та саламларĕ. Ырă та такăр çул суннă май вăл çамрăксене çитĕнӳсемшĕн, тивĕçлĕ ĕç-хĕлшĕн тав турĕ. Салтак евĕр стройпа утакан патриотсем вара республика ертӳлĕхĕн, вĕрентекенсен шанăçне малшлăхра та тӳрре кăларма, ыттисемшĕн тĕслĕх пулма шанăç пачĕç. Юлия Адюкова, Милена Алексеева, Бахтияр Велиев

Видео Кадет балĕ иртрĕ канала Национальное телевидение Чувашии
Показать
Комментарии отсутствуют
Введите заголовок:

Введите адрес ссылки:

Введите адрес видео с YouTube:

Зарегистрируйтесь или войдите с
Информация о видео
22 июня 2022 г. 21:23:40
00:01:44
Яндекс.Метрика