Загрузка...

«Ермак» хĕле хатĕрленме пулăшать

Шупашкарта «Ермак» лавкка уçăлнăранпа 3 çул ĕнтĕ. Хĕллене, çуркуннене, çуллана, кĕркуннене кашниех кăмăла каякан çи-пуç туянма пултарать. Çавăнпа та Максим Горький проспектĕне вырнаçнă лавккаран çын тухма пĕлмест. Унсăр пуçне çĕнĕ тавар килнĕ ятпа кăмăла каякан тум-тире чӳк уйахĕнче 30 процент йӳнĕрех илме май пур. «Ермак» лавкка пысăк та хăтлă. 3 000 ытла ăшă куртка, кĕрĕк, пальто хĕле хирĕç илсе килнĕ. Çамрăксем те хальхи йышши модăллă тум туянма пултараççĕ. Аслăраххисем те пушă алăпа каймаççĕ. Шкулта вĕрентекен пулса ĕçлекен Ольга Николаева кунта ятарласа Етĕрне районĕнченех килет. Хальхинче вăл хĕллехи ăшă кĕрĕке куç хыврĕ. ОЛЬГА НИКОЛАЕВА: «Хăнана килтĕм. Юнашар «Ермак» лавккана кĕрсе тухас терĕм. Хама килĕшнĕ тум-тире туянас кăмăл пур. Ыттисене те сĕнетпĕр, паллах. Çак магазинта тум-тир туянса киленме çи-пуçпа, çанталăкпа, пурнăçпа». Валентина Савельева вара çуркунне валли куртка туянасшăн. Ырă кăмăллă сутуçăсем пулнишĕн савăнать. «Хаклă тăвана кĕтсе илнĕ пек мана кунта питĕ ăшшăн йышăнаççĕ», – тет. ВАЛЕНТИНА САВЕЛЬЕВА: «Мĕн калан – пĕтĕмпех тупса параççĕ. Хăйĕн ачине мĕнле тăхăнтараççĕ – çавăн пекех тăхăнтараççĕ». Биотĕк, тинсулейт, тĕве çăмне хурса ăшăтнă курткăсем шартлама сивĕсенче шăнма памĕç. Вĕсене çума та ансат. Арçынсем валли те кунта тем тĕрлĕ тум сутаççĕ. АЛЕКСЕЙ МИХАЙЛОВ: «Ку магазина эпир час-часах килсе çӳретпĕр. Хам валли те, арăм валли те, ачисем валли те туянатпăр çакăнта эпир курткăсем. Размерсем пурте пур. Хакĕсем те питĕ хаклă мар». КСЕНИЯ БОРИСОВА: «Çанталăк сивĕтсе пырать. Хĕл çывхарать. Ăшă тум-тир тăхăнма вăхăт. Лавккана килекенсене çĕнĕ модельлĕ курткăсемпе, дубленкăсемпе, пальтосемпе савăнтарасшăн. Пирĕн лавкка ирхине 10:00 сехетрен пуçласа каçхи 20:00 сехетчен ĕçлет. Вара вырсарни кун 18:00 сехетчен».

Видео «Ермак» хĕле хатĕрленме пулăшать автора Национальное телевидение Чувашии
Страницу в закладки Мои закладки
Все заметки Новая заметка Страницу в заметки