Загрузка страницы

Ачасемшĕн паха

Çĕнĕлĕхсем пулнăран хăш-пĕр ĕç вырăнĕсем пушă тăраççĕ. Пĕр çĕрте вăй хуракансен хисепĕ пысăк пулсан, тепĕр вырăнта тăрмашакансем вара пач та сахал. Сăмахран, çĕршывра инженерсем, çак ĕçе лайăх ăнланакансем сахал. Ку ыйтăва татса пама пĕчĕк утăмран пуçламалла. Пĕчĕк чухнех ачана ăс памалла, тĕрĕс çул кăтартмалла, ыррине усалтан уйăрма вĕрентмелле. Пĕр-пĕр ĕçе юратма вара кĕнекесем витĕм кӳреççĕ, алфавитсем пулăшаççĕ. Чăваш Республикинчи Çĕрпӳри 1-мĕш шкулта вĕренекенсене Раççей Федерацийĕн Правительствин председателĕн çумĕнчен, çĕршыври промышленноç тата суту-илӳ министрĕнчен Денис Мантуровран азбука парнелерĕç.
НАДЕЖДА СЕМЕНОВА: “Ку парне, чăнах та, 1-мĕш классемшĕн питĕ паха. Ку алфавита пăхса ачасем сас паллисене анчах мар, тавра курăмне аталантарма питĕ пулăшать. Сас паллисемпе паллашнă чухне ачасем кашни япалана пăхса, çак япаласем тĕнчере, çут çанталăкра, ăçта усă курнине, ăçта тĕл пулнине лайăх ас туса юлса кайран вĕсен пурнăçĕнче вĕсене ăнланма, тавра курăма татах та лайăхрах пĕлме пулăшать”. Промышленность азбуки малашне инженер пĕлĕвĕпе кăсăкланакансен шутне ӳстерĕ. Çак ĕçе юратакансем те чылайрах пулĕç.

Видео Ачасемшĕн паха канала Национальное телевидение Чувашии
Показать
Комментарии отсутствуют
Введите заголовок:

Введите адрес ссылки:

Введите адрес видео с YouTube:

Зарегистрируйтесь или войдите с
Информация о видео
10 ноября 2023 г. 10:51:38
00:01:24
Яндекс.Метрика