Загрузка страницы

Вирусран сыхланăр

Çирĕп чарусем çук пулсан та, кăшăллă вирус çывăрмасть. Çынсене хăйĕн аллине илме хăтланать. Раççейĕпе çак амакпа чирлекенсен шучĕ ӳссе пырать. Шур халатлисем сывлăха упрама йыхравлаççĕ. Иртнĕ эрнере Чăваш Енре кăшăллă вирус çаклатнă 418 çынна тупса палăртнă. Ку шутра тĕп хуламăрта пурăнакансем 37 процент ытла. Элĕк, Елчĕк, Муркаш тăрăхĕсенче тата Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенче çак тапхăрта амак сарăлман. Ку эрнере кашăллă вируспа чирлекенсем чылайланнă, 42 процент ытла таран ӳснĕ. 7-14 çулхи ачасем çеç ăна пула аптăрамаççĕ. Хальлĕхе кăшăллă вирус сарăлма пуçланăранпа çак амака тупса палăртас тесе 3 миллион ытла тĕрĕслев ирттернĕ. Тухтăрсем сыхлăх эмелне яртармалли çинчен аса илтерсех тăраççĕ. Ăна тутарттарма 4 мелпе çырăнма пулать. Пĕрремĕшĕ – пурăнакан вырăнти сыватмăшри регистратурăна пырса, иккĕмĕшĕ – врач патне кайса, виççĕмĕшĕ – 122 хисеппе шăнкăравласа, тăваттăмĕшĕ вара – «Патшалăх пулăшăвĕсем» порталта çырăнса сыхлăх эмелне яртарасси пирки пĕлтермелле.

Видео Вирусран сыхланăр канала Национальное телевидение Чувашии
Показать
Комментарии отсутствуют
Введите заголовок:

Введите адрес ссылки:

Введите адрес видео с YouTube:

Зарегистрируйтесь или войдите с
Информация о видео
10 ноября 2023 г. 10:48:56
00:01:13
Яндекс.Метрика