Загрузка страницы

Ĕçсем хĕрӳ

Чăваш Енри çамрăксене спортра çитĕнӳсем тума, ăмăртусене хатĕрленме пур мел те туса параççĕ. Йĕлтĕрçĕсем валли ятарлă çул туни пирки пĕрре мар каланăччĕ. Вăл Шупашкарти Олимп резервĕн 2-мĕш спорт шкулĕнче пулать. Ĕçсем еплерех пыраççĕ-ши? Кун пирки – малалла.
Республикăра йĕлтĕрçĕсем валли ятарлă çул тăвасси 2014-мĕш çултанпах пырать. Çапах та хăш-пĕр чăрмавсене пула ĕçсем чарăнса ларнăччĕ. Шутланине вĕçне çитермеллех. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тăрăшнипе 2021-мĕш çулта çĕнĕ проект пуçарса янă. Унччен вара тĕрĕслев ĕçĕсем ирттернĕ, çĕршывăн ытти тăрăхĕнчи йĕлтĕрçĕсен çулĕсемпе паллашнă. Чăваш Енре пулакан трасса вара вĕсенчен уйрăлса тăрĕ. Унта пĕтĕмпех хальхилле пулĕ. Ĕçсемпе паллашма Раççейри биатлонистсен пĕрлешĕвĕн техника комитечĕн председателĕ Вадим Мелихов та çитрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, трасса туни ăмăртусем ирттермелли вырăн пуласси кăна мар, чи пĕлтерĕшли – çамрăк спортсменсене хатĕрленме майсем туса парасси, чемпионсем ӳстересси.
Палăртмалла, çĕнĕ трасса йĕлтĕрçĕсем валли çеç мар, триатлонистсемпе велосипедпа ярăнакансем валли те пулĕ. Унсăр пуçне кунта сывлăх енчен хавшак ачасем те ăмăртусене хатĕрленме пултарĕç. Çанталăкран темĕн те кĕтме пулать. Кăна та шута илнĕ. Йĕлтĕрçĕсен çулĕ айккипе шывран юр тăвакан хатĕрсем пулĕç. Пысăк тĕллеве пурнăçа кĕртсен Чăваш Енре çĕршыв тата тĕнче шайĕнчи биатлон ăмăртăвĕсене ирттерме хатĕрленеççĕ. Вĕсене вара сенкер экран умне тӳрĕ эфирта сăнама пулĕ. Шăпах кун пирки канашлама республикăна ятарласа «МАТЧ» телеканалăн ăстисене чĕннĕ. Вĕсем панă сĕнӳсене пĕтĕмпех шута илĕç. Чăваш Енри 4 çухрăмлă трасса биатлонăн пĕтĕм тĕсĕн ăмăртăвĕсене йĕркелеме май туса парĕ. Шупашкар вара йĕлтĕрçĕсен чемпионачĕсене час-часах ирттерекен Саранск, Тюмень хулисен тата Ханты-Мансийск округĕн шайĕсене хăпарĕ. Хальлĕхе вара подрядчиксем инженер ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, çутăсем вырнаçтараççĕ. Кăçал ĕçсен 40 процентне туса пĕтерĕç. Вĕçлеме тепĕр çулхи раштав уйăхĕнче палăртнă. Спортсменсем ăмăртма вара 2025-мĕш çул пуçламăшĕнче çĕнĕ трасса çине старта тăрĕç.

Видео Ĕçсем хĕрӳ канала Национальное телевидение Чувашии
Показать
Комментарии отсутствуют
Введите заголовок:

Введите адрес ссылки:

Введите адрес видео с YouTube:

Зарегистрируйтесь или войдите с
Информация о видео
10 ноября 2023 г. 10:58:07
00:02:12
Яндекс.Метрика