Загрузка страницы

Пулас менделеевсем

Пулас менделеевсем. Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназинчи 8-мĕш классра вĕренекенсем химине тĕплĕнрех тишкерĕç. Предмета вĕсем Дмитрий Менделеев ячĕллĕ Раççей химипе технологи университечĕ хатĕрленĕ ятарлă программăпа вĕренĕç. «Менделеев класĕ» çĕнĕ проектра гимназистсем – пĕрремĕш хутшăнакансем. Савăнăçлă уяв тупа тунинчен пуçланчĕ. Ку, паллах, яваплă пулма, аванрах вĕренме хистет ачасене. Вĕренекенсем химине пĕлӳ çуртĕнчи программăпа пĕрлех ятарлă хими класĕнче те тĕпчĕç. Пӳлĕме шăпах çакна валли хатĕрленĕ. Кунта тĕрлĕ опыт ирттерме те кирлĕ савăт-сапа пур. Вĕренекенсемпе пĕрлех «Менделеев класĕ» проекта хутшăнакан вĕрентекенсем те ăс пухаяççĕ. Дмитрий Менделеев ячĕллĕ Раççей химипе технологи университечĕ педагогсен ăсталăхне ӳстерме уйрăм курсем ирттерет. Проектсем хатĕрлесси пулас менделеевсен тĕп тĕллевĕ. Çак ĕçе тума вĕрентекенсем, аслă курсенчи студентсем те пулăшĕç. Нарăс уйăхĕнче çамрăк химиксен ĕçсене хӳтĕлемелле пулĕ. Чи лайăх проектсен авторĕсем пуш-ака уйăхĕсенче Мускаври Менделеев университетне пĕлӳ илме кайĕç.

Видео Пулас менделеевсем канала Национальное телевидение Чувашии
Показать
Комментарии отсутствуют
Введите заголовок:

Введите адрес ссылки:

Введите адрес видео с YouTube:

Зарегистрируйтесь или войдите с
Информация о видео
16 ноября 2023 г. 9:58:10
00:01:28
Яндекс.Метрика