Загрузка страницы

Икĕ уяв иртрĕ

Республика кунне Чăваш Ен тĕп хулипе пĕрлех Куславкка районĕнче те паллă турĕç. Уяв «Атăл»- Куславкка çул уçнипе пуçланчĕ.
Ăна «Хăрушсăр паха çулсем» наци проекчĕпе пурнăçланă. Объекта 2023 çулта вĕçлеме палăртнă. Федераци хыснинчен хушма укçапа тивĕçтернипе ĕçсене кĕске вăхăтрах вĕçленĕ. Çула тума 160 миллион тенкĕ уйăрнă. Тăхăр çухрăм çул тĕппипех улшăннă. Тĕп лапам Куславкка хулинче пулчĕ. Кунта тĕрлĕ курав ĕçлерĕ. Юрă-кĕвĕ янăрарĕ, спорт ăмăртусем иртрĕç. Районта республика кунĕпе пĕрлех акакуй иртрĕ. Пухăннисене уявпа Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов саламларĕ. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Кăçал мĕн каласа хăварс килет çăмăрлă çанталăк пулсан та çурхи ĕçсем тăсăлса кайнă пулсан та пурте пĕтĕм район, пĕтĕм хуçалăх пĕтĕм палан тултарнă. Тĕш тырă тата пăрçа йышши культура акассипе те нумайрах акса хăварнă. Çу туса илмелли культурăсем , çĕр улми, пахча-çимĕç тата ытти культурăсене те пахалăхлă акса хăварма пултарчĕç. Пурне те кам çĕр çинче ĕçленĕ кăçал кунта çĕр çинче ĕçлеме çын çук пуль тесе шутлатăп. Тав сăмахĕ каласшăн сире». Тĕрлĕ тытăмра палăрнисене наградăсемпе чысларĕç.

Видео Икĕ уяв иртрĕ канала Национальное телевидение Чувашии
Показать
Комментарии отсутствуют
Введите заголовок:

Введите адрес ссылки:

Введите адрес видео с YouTube:

Зарегистрируйтесь или войдите с
Информация о видео
24 июня 2022 г. 22:29:20
00:01:18
Яндекс.Метрика