Загрузка страницы

95 çул çитет

2024-мĕш çулта авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Андриян Николаев космонавт çуралнăранпа 95 çул çитет. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма Чăваш Енре анлă паллă тума хатĕрленеççĕ. Уява йĕркелессипе тата ăна ирттерессипе ĕçлекен комитет йышăнăвне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче çирĕплетрĕç.
Андриян Николаев чăваш ятне çăлтăрсем патне çитернĕ. Унăн пархатарлă ĕçĕ халăх асĕнче ĕмĕр упранмалла. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме Андриян Николаевăн 95 çулне халалласа йĕркелекен мероприятисем те пулăшмалла. Йĕркелӳ комитечĕн пайташĕсене палăртма тата тĕп ĕç-пуçăн планне хатĕрлеме кăçал юпа уйăхĕнче Чăваш Енри культура министерстви патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене, общество пĕрлешĕвĕсене сĕнӳсем ыйтса çыру янă пулнă. Хальхи вăхăтра пухнă информацие пĕтĕмлетес енĕпе ĕçленине палăртрĕ Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Татьяна Казакова. Министрсен кабинечĕн ларăвĕнче культура еткерлĕхĕн объекчĕсене упрассипе çыхăннă проект йышăнăвĕсене те пăхса тухрĕç. Сăмах – 1921-мĕш çулта кулаксен пăлхавĕ вăхăтĕнче вилнĕ 6 коммунистăн тăванлăх вилтăприйĕн палăкĕ тата Чăваш Енри вăрман культурин ĕçне пуçарнине палăртса 1768-мĕш çулта лартнă юманлăхăн лаптăкĕ çинчен пырать. Вĕсем иккĕшĕ те Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенче вырнаçнă. Саккунпа килĕшӳллĕн культура еткерлĕхĕн объекчĕсене упраса хăварас тĕллевпе сыхлав зонине йĕркелемелле тата ытти ĕç ирттермелле. Ларура проект йышăнăвĕсене ырларĕç.

Видео 95 çул çитет канала Национальное телевидение Чувашии
Показать
Комментарии отсутствуют
Введите заголовок:

Введите адрес ссылки:

Введите адрес видео с YouTube:

Зарегистрируйтесь или войдите с
Информация о видео
10 ноября 2023 г. 10:54:00
00:01:39
Яндекс.Метрика