Загрузка страницы

Суйлава камсем хутшăнĕç?

2024-мĕш çулта Шупашкар хулин тилхепине çĕнĕ пуçлăх туртса пырĕ. Хальхи вăхăтра суйлав йĕркелессипе çыхăннă ĕçсем пыраççĕ. Ертӳçĕне палăртакансен йышне Шупашкар хула пухăвĕнчи 6 депутата шанаççĕ. Вĕсен ячĕсем паллă ĕнтĕ. Суйлава 6 депутатпа пĕр танах республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тăрăшакан 6 çын та хутшăнĕ. Халăх шаннă çынсенчен пĕлтерĕшлĕ сасă пама кама явăçтарассине Чăваш Енĕн тĕп хули администрацийĕнче йĕркеленĕ канашлура çирĕплетме тĕллев лартнă. Чи малтанах конкурс комиссине кĕртмелли çынсене Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсен председателĕ Евгений Кадышев сĕнчĕ. Хăйĕнпе пĕрле çак йышра вăл Анатолий Павлов, Наталия Евсюкова, Фёдор Степанов, Владимир Гордеев, Светлана Лясина депутатсене курать. Иккĕмеш сĕнӳ Сергей Муравьев депутатран пулчĕ. Вăл фракцисен ертӳçисене тата Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсен председательне суйлавра сасă партарма сĕнчĕ. 2 шухăшран пĕрне хăвармалла пулчĕ. Канашлăва хутшăннисен ытларах пайĕ Евгений Кадышев сĕнĕвне ырларĕ.

Видео Суйлава камсем хутшăнĕç? канала Национальное телевидение Чувашии
Показать
Комментарии отсутствуют
Введите заголовок:

Введите адрес ссылки:

Введите адрес видео с YouTube:

Зарегистрируйтесь или войдите с
Информация о видео
10 ноября 2023 г. 10:48:08
00:01:10
Яндекс.Метрика