Загрузка страницы

Ытларах кĕрешĕç

Пиçиххине тытса кĕрешессипе ăмăртусем çĕршыв шайĕнче те ирттереççĕ. Çак спорт тĕсĕ историре те палăрать, авалтанах пырать. Маларах ăна çарта усă курнă. Йăла-йĕркесем пекех кĕрешӳ чăваш халăх культури шутланать. Ку спорт тĕсĕнче аталанма республикăри шкулсенче уйрăмсем уçăлаççĕ. Чăваш Енре пурăнакансене кĕрешӳ илĕртет. Çак спорт тĕсĕн пĕлтерĕшĕ республикăра кăçал пĕрремĕш хут пĕтĕм тĕнчери наци кĕрешĕвĕсен тупăшăвне ирттернĕ хыççăн тата та ӳсрĕ.
Шăпах çавăн чухне регион пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енре пĕр-пĕринпе хире-хирĕç тăрса тытăçассипе хатĕрленме çамрăксем валли ятарлă уйрăмсем уçма хушнăччĕ. Нумай кĕтмелле пулмарĕ, шутлани пурнăçланчĕ. Шупашкарти олимп резервĕн 5-мĕш спорт шкулĕнче икĕ ушкăн кĕрешӳпе паллашать. Унта кĕçĕннисемпе пĕрлех аслăраххисем те çӳреççĕ. Вĕсем тĕрлĕ ăмăртăва хатĕрленеççĕ. Унта çĕнтерни вара çул çитменскерсене хавхалантарать. Каччăсем кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Кĕрешӳпе хăшĕсем пĕчĕкренех кăсăкланаççĕ. Сăмахран, Евгений Абрамов 2-мĕш класранах вăй виçет. Халĕ вăл республика тулашĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнать.
ЕВГЕНИЙ АБРАМОВ: “Мана кукаçи илсе çӳренĕ тĕрлĕ соревнованисене. Унта ман аслă тетесем хутшăннă. Мана та çавăн пек килĕшсе кайрĕ те малалла эпĕ те хутшăна пуçларăм соревнованисене. Хамăрăн çĕршыва хӳтĕлес тесе спортпа туслă пулмалла, вĕренмелле, вăйлă пулмалла”. Кĕрешӳ уйрăмне уçни – çамрăксемшĕн савăнăçлă пулăм. Маларах ăçта кайса хатĕрленес ыйту çуралнă пулсан, влаç тытăмĕнче тăрăшакансем халĕ ăна татса пачĕç. Спорт шкулне хаваспах çӳрени хĕрсемпе каччăсем спорт тĕсĕпе кăсăкланнине тепĕр хут та çирĕплетет.
ИЛЬЯ ФОМИН: “Ачасем савăнсах килчĕç çак чăваш кĕрешӳпе заниматься тума. Халь пирĕн шкулта икĕ тренер ĕçлеççĕ. Пурĕ 30 яхăн ача çӳрет. Савăнсах çӳреççĕ вĕсем. Пĕлеççĕ вĕсем ку кĕрешӳсене акатуйсенче ирттернине. Ку кĕрешӳпе такасем выляса илме пулать, чăваш паттăрĕ пулма пулать. Çавăнпа ĕнтĕ, ку отделени ĕçлесе каясса шанса тăратпăр”. Чăваш Енри хăш-пĕр тăрăхри шкулсенче самбо тата дзюдо вăй илсе пырать. Унта та кĕрешӳ мелĕсем палăраççĕ. «Çак виçĕ спорт тĕсне пĕрлештерсе ĕçлесен, «кĕрешӳ» те малалла пысăк утăм тăвĕ», – палăртрĕ республикăри пĕрлештернĕ ушкăнсен тĕп тренерĕ Арсен Келехсаев. 2024-мĕш çулхи нарăс уйăхĕччен самбопа дзюда аталанакан учрежденисенче кĕрешмелли уйрăмсем уçма тата тренерсен квалификацине ӳстермелли программа хута яма палăртнă.

Видео Ытларах кĕрешĕç канала Национальное телевидение Чувашии
Показать
Комментарии отсутствуют
Введите заголовок:

Введите адрес ссылки:

Введите адрес видео с YouTube:

Зарегистрируйтесь или войдите с
Информация о видео
7 декабря 2023 г. 9:42:03
00:02:45
Яндекс.Метрика