Загрузка страницы

«Асам» фестиваль малаллах пырать

«2024-мĕш çулталăк вĕçне кашни шкултах театр пулмалла» – çапларах хушу панă. Раççей Федерацийĕн çӳт ĕç министрĕ Сергей Кравцов. Чăваш Ен çак тĕллев патне çирĕппĕн çывхарать. Ку енĕпе республикăра иртекен «Асам» фестиваль те пулăшать. Муниципалитетсенче çĕнтернĕ артистсем хальхи вăхăтра финал тапхăрĕнче ăмăртаççĕ. Шупашкарти 53-мĕш шкул тата Вăрнар тăрăхĕнчи ачасем куракансемпе тӳресене мĕнпе тĕлĕнтернĕ? Кун çинчен – малалла тĕплĕнрех.
Пукане театрĕнче хăйне евĕр уяв. Кунта килекен кашни çыннах Шупашкарти 53-мĕш шкул ачисем юрă-кĕвĕпе кĕтсе илеççĕ. Çапла майпа вĕсем куракансене культура тĕнчипе çывăхлатасшăн. Шупашкарти 53-мĕш шкулта театр студийĕ пĕлтĕр ĕçлеме пуçланă. Çак пуçару вун-вун ача пурнăçне çĕнĕ сĕм кĕртнĕ. «Асам» фестивале çамрăк артистсем «Душа» спектакльпе хутшăнаççĕ. Ăна чăваш юмахĕсем тăрăх хатĕрленĕ. Спектакльте шуйттан, усал-тĕсел сăнарĕсем те пур. Вĕсем куракансене асамлăха путараççĕ.
НАТАЛЬЯ АХМЕД: «Хăш-пĕр спектакльсем çав тери талантлă, çав тери ăста хатĕрленĕ спектакльсем. Вĕсем театрсенче ĕçлекен режиссёренчен тата артистсенчен нимĕнпе те кая мар. Ман шутпа, тепĕр 5 çултан пирĕн çак ачасем ӳссе çитсе артистем кăна пулса тăмаççĕ, пирĕн Чăваш Республикинче кăна паллă пулмаççĕ вĕсем, Раççей шайĕпе паллă пулаççĕ тата тĕнче шайĕпе. Пирĕн пуласлăх питĕ вăйлă». «Асам» фестиваль ачасене çăлтăрлă самант та парнелет. Спектакль вĕçленсен хăш-пĕр куракансем артистсене асăнмалăх алă пусса пама та ыйтрĕç. Чи пĕлтерĕшли вара çамрăк артистсем театрсенче нумай çул вылякан сцена ăстин хаклавне итлеме пултарни. Тӳресем спекталь тишкерĕвне ирттерчĕç. Сăмахран, çамрăк артистсем залра пĕлĕшĕсене курсан йăл-кулаççĕ е спектакль çинчен самантлăха манаççĕ иккен. Çакнашкал йăнăшсем сахалрах пулмаллине каларĕç тӳресем. Вăрнар тăрăхĕнчи Кӳстӳмĕр шкулĕнче вĕренекенсен спектакль кăтартăвĕ вара Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ. Çамрăк артистсем хăнасемпе тӳресене çăкăр тăварпа кĕтсе илчĕç. Çакнашкал хутшăну халăх йăли-йĕркине упранине те çирĕплетет. Вăрнар тăрăхĕн хастарĕсем тӳресене «Çарăк» юмахăн тĕп шухăшĕпе лартнă «Ĕç-пурнăç тыткăчи» спектакльпе савăнтарчĕç.
АЛЕКСАНДР СОТНИКОВ: «Мана питĕ килĕшет йытă выляма. Эпĕ кĕçĕн классенченх вылятăп. Йытă ролĕ вăл çăмăл мар, анчах выляма пĕлмелле ăна. Кахал, кахалтарах йытă пек, çавăн пек эпĕ, кахал йытта вылятăп».
ЮЛИЯ ГОРШКОВА: «Манăн сăнар вăл питĕ йывăр мар сăнар пулнă. Ĕçлеме питĕ çăмăлччĕ, интереслĕччĕ. Мана питĕ килĕшрĕ». «Асам» фестивале Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутатчĕ Алла Салаева пуçарнипе йĕркелеççĕ. Çĕнтерӳçĕсен ячĕсене çулталăк вĕçĕнче пĕлтерĕç. «Çакнашкал çӳллĕ шая хутшăнни, пĕр шухăшлă юлташсем тупни вăл хăех çитĕнӳ», – палăртаççĕ çамрăк артистсем.

Видео «Асам» фестиваль малаллах пырать канала Национальное телевидение Чувашии
Показать
Комментарии отсутствуют
Введите заголовок:

Введите адрес ссылки:

Введите адрес видео с YouTube:

Зарегистрируйтесь или войдите с
Информация о видео
16 ноября 2023 г. 14:08:16
00:03:27
Яндекс.Метрика