Загрузка страницы

«Географи диктанчĕ» акци

Çут çанталăка юратакансем, тĕрлĕ тăрăхпа кăсăкланакансем каллех партта хушшине лараççĕ. Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Географи диктанчĕ» иртет. Вĕрентӳ акцине Вырăс географи пĕрлĕхĕ пуçарнипе йĕркелеççĕ. Чăваш Енре пурăнакансем 2015-мĕш çултанпа географи енĕпе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме пултараççĕ. Географи объекчĕсене пĕлни тата «картта пуçра тытма пултарни». Шăпах çакă диктанта 100 паллăлăх çырма пулăшать те ĕнтĕ. Шăп 12:00 сехетре географи енĕпе пуçватмăш пуçланать. Кăçалхи ыйтусене Раççей наукипе, çитĕнĕвĕсемпе çыхăнтараççĕ. Паллах, педагогпа наставник çулталăкĕ пирки те манса кайман, йĕркелӳçĕсем ку енпе те ыйту кĕртнĕ. Кăткăслăхне кура 40 ыйтăва икĕ пая уйăрнă. Диктант çырма 45 минут уйăраççĕ. Ачасем те, çамрăксем те, аслă ăрурисем те туслăн парта хушшине ларса географие мĕнлерех пĕлнине кăтартса пама пултараççĕ. Географи диктантне тĕрлĕ лапамра çырма пулать. Вĕсенчен пĕри – республикăри ачасемпе çамрăксен вулавăшĕ. Кунта ĕçлекенсем çулсеренех пĕлӳ акцийĕ тухăçлă ирттĕр тесе тăрăшаççĕ.
НАТАЛИЯ ПЕТРОГРАДСКАЯ: «Май пулнă таран географи предмечĕпе çыхăннă паллă çынсене чĕнетпĕр. Сăмахран, тĕрлĕ çул пирĕн патра ботаника сачĕн, Присурски заповедникăн ĕçченĕсем, чăваш патшалăх педагогика универститечĕн географи кафедра ĕçченĕсем. Чăваш çыравçисем, географи вĕрентекенĕсем пулчĕç. Вĕсем диктант çырма пуçтарăннă çынсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ». Çавăнпах пуль, вулавăшра диктант çыракансен йышĕ те çулсерен ӳссе пырать.
НАТАЛИЯ ПЕТРОГРАДСКАЯ: «Пĕлтĕр пирĕн библиотекăра географи диктантне çыракансен шучĕ 70 ытла пулчĕ. Вĕсен шутĕнче ача садне çÿрекенсенчен пуçласа тава тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем таранах пулчĕç. Кашни çул çак диктанта çыракансем те пур». Кăтартупа вара раштавăн 12-мĕшĕнче Географи диктанчĕн официаллă сайтĕнче паллашма пулать. Акцие хутшăнакансем пурте свидетельство илеççĕ.

Видео «Географи диктанчĕ» акци канала Национальное телевидение Чувашии
Показать
Комментарии отсутствуют
Введите заголовок:

Введите адрес ссылки:

Введите адрес видео с YouTube:

Зарегистрируйтесь или войдите с
Информация о видео
10 ноября 2023 г. 10:58:10
00:02:11
Яндекс.Метрика