Загрузка страницы

Вĕçĕнчен тытсан тараймасть

«Ачасене вĕрентесси, çынсене пулăшасси – çăмăл мар ĕçсенчен пĕрисем», – тесе кашнинчех калатпăр. Регионти пур çивĕч ыйтăва та вăхăтра татса пама, вĕсене ĕçе кĕртме пушшех те нумай вăй кирлĕ. Çавăнпа канма та пĕлмелле. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев вара канмалли вăхăта мĕнле ирттерет? Куна мĕнрен пуçлать? Вăл ытти çынсенчен уйрăлса тăрать-и? «Тăван радио» итлекенĕсем çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тӳрĕ эфирта пĕлме пултарчĕç.
Хăшĕсем кутăнлашса ирсерен хускану тума шутламаççĕ те. Анчах ку кĕлеткешĕн питĕ усăллă. Куна спортран пуçлани вара Олег Николаевăн сывлăхне çирĕплетме пулăшнă.
– Чăннипе каласан, эпĕ çак ирхи зарядкăна ачаранах тума пуçланă, 6-мĕш классенче. Çав вăхăтра эпĕ питĕ вăйлă чирленĕччĕ. Вара ун чухне тытăнса та калаçма пуçланăччĕ, мĕншĕн тесессĕн ангина, ӳт-пĕверсем унта пĕтĕмĕшле питĕ вăйлă шыçса кайса питĕ йывăррăн ирттернĕччĕ. Çавăн хыççăн сывлама йывăр пулнă пирки вара майĕпен-майĕпен ирсерен чупа пуçларăм. Олег Николаев республикăн тилхепине тытса пынисĕр пуçне юратнă атте те. Вĕсен çемйинчи йăласем теприсемшĕн тĕслĕх пулма тивĕç. Сăмахран, кĕсье телефонĕпе кунне чылай сехет ларатпăр. Çакă сиен ан кӳтĕр тесен Пуçлăх çемйинче лайăх меслет шыраса тупнă.
– Пирĕн çемьере çавăн пек йăласем пур. Каçхине, тăххăрта, пĕр вырăн пур. Çавăнта эпир пурте телефонсене хуратпăр. Пурте. Эпĕ те, амăшĕ те, ачисем те – пурте. Енчен те зарядка пĕтет пулсан, зарядкăна лартаççĕ çавăнта пĕр вырăнта. Пысăк ĕçсене пурнăçа кĕртме çумра хавхалантаракан çынсем пулни те кирлĕ. Олег Николаева вăй параканĕ вара çемье.
– Ман шутпа, тата питĕ кирлĕ япала хуть те мĕнле çынна та вăхăт çитсен, паллах ĕнтĕ, çемье пулни вăл питĕ кирлĕ япала. Çемье вăл – ывăнсассăн, киле çитсессĕн хăвăрт кăна вăй илме май парать. Çемье пурри, паллах ĕнтĕ, тепĕр чухне сăн ӳкерчĕке кăна ĕнтĕ кăшт кăна пăхса илетĕн, вăл яланах ĕçре çывăх çынсем, тӳрех вăл, мĕнле каламалла, ăшăлăх. Ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕскер республикăри йывăрлăхсене те çăмăллăн парăнтарать. Çулталăкра темĕн те пулнă. «Сад» микрорайонта шкул хăпартни нумай вăхăт илнĕ. Халĕ вара ун çинчен савăнăçпа çеç аса илеççĕ, мĕншĕн тесен ĕçсем вĕçленнĕпе пĕрех. «Кун евĕр тĕллевсене пурнăçласан, хул пуççи çинчен питĕ йывăр япала илсе пăрахнă пекех», – палăртрĕ «Ирхи салам» кăларăмăн сумлă хăни.
– Эпĕ ялта ӳснĕ те, ялта пĕтĕм ĕçе алăпа тунă. Малтан колхозра ĕçленĕ, кайран килте ĕçленĕ. 20 сотый патнелле çĕр улми пулнă. Çĕр улмине кăларма тухан та, питĕ нумай вĕт-ха вăл. Ĕçлетĕн-ĕçлетĕн, анчах халь колхозран килнĕ, ывăннă ĕнтĕ. Ĕçлетĕн-ĕçлетĕн те, çуррине иртсе каятăн та, атте калать: «Вăт, Олег», – тет. – “Çавăнта вĕçне кай та çĕр улмине кăлар», – тет. “Кăларатăн та халь вĕçĕнчен тытрăмăр тет, ан хăра, халь вăл тараймасть ниçта та. Эпир ăна тытрăмăр”, – тет. Кунта та çавăн пекех. Вĕçĕ пур, ăна куратпăр, ăна тытнă эпир вĕçĕнчен. Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Тăван радиона» 10 çул тултарнипе те саламларĕ. Радио хумĕсем çинче чăваш юрри янăрасан кăмăла хăпартлантарнине пĕлтерчĕ.
– Чăваш юрри, чăваш сăмахĕ, чăваш кĕвви, паллах, вăл эпĕ хам чăваш пулнăран, вăл шалтан çавăн пек лайăх туйăмсене, чуна çĕклет. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, хуть хăш самантра та ытларах мĕн туни мар, чунра мĕнле туйăмсем хуçаланни паха. Çавăн пекех вăхăта тĕрĕс йĕркелеме, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма сĕнчĕ Олег Николаев радиоитлекенсене.

Видео Вĕçĕнчен тытсан тараймасть канала Национальное телевидение Чувашии
Показать
Комментарии отсутствуют
Введите заголовок:

Введите адрес ссылки:

Введите адрес видео с YouTube:

Зарегистрируйтесь или войдите с
Информация о видео
7 декабря 2023 г. 9:43:56
00:03:44
Другие видео канала
Рождественское богослужение. Прямая трансляция из Введенского кафедрального собора г. Чебоксары.Рождественское богослужение. Прямая трансляция из Введенского кафедрального собора г. Чебоксары.Поздравление Владимира Путина на чувашском языке.Поздравление Владимира Путина на чувашском языке.Республика 28.12.2023 на русском языке. Вечерний выпускРеспублика 28.12.2023 на русском языке. Вечерний выпускНеравнодушные жители Ибресинского округа своими силами оказывают поддержку бойцам СВОНеравнодушные жители Ибресинского округа своими силами оказывают поддержку бойцам СВОГлава Чувашии Олег Николаев встретился с делегацией из ИндонезииГлава Чувашии Олег Николаев встретился с делегацией из ИндонезииИр пулсан. Выпуск 13.11.2023Ир пулсан. Выпуск 13.11.2023Участник СВО приехал в отпуск, чтобы вступить в брак с возлюбленнойУчастник СВО приехал в отпуск, чтобы вступить в брак с возлюбленнойВ Чувашии продолжают восстанавливать дороги, разрушенные строителями трассы М-12В Чувашии продолжают восстанавливать дороги, разрушенные строителями трассы М-12Паттăрсем çула тухаççĕПаттăрсем çула тухаççĕИр пулсан. Выпуск 28.06.2023Ир пулсан. Выпуск 28.06.2023В Чувашии осудили мобилизованного, покинувшего зону СВОВ Чувашии осудили мобилизованного, покинувшего зону СВОВ Чувашии противодействуют незаконному обороту промышленной продукцииВ Чувашии противодействуют незаконному обороту промышленной продукцииОткрытие первенства России по легкой атлетике среди юношей и девушек до 16 летОткрытие первенства России по легкой атлетике среди юношей и девушек до 16 летПуян кунПуян кунЫрă кăмăлпа. Выпуск 24.06.2023Ырă кăмăлпа. Выпуск 24.06.2023Прямая трансляция праздничных мероприятий, посвященных празднованию Дня Чувашской Республики - 2023Прямая трансляция праздничных мероприятий, посвященных празднованию Дня Чувашской Республики - 2023Цивильские пчелы умирают.  Кто виноват?Цивильские пчелы умирают. Кто виноват?В Совете Федерации продолжаются Дни Чувашии.В Совете Федерации продолжаются Дни Чувашии.На дорогах Чувашии произошло 11 ДТПНа дорогах Чувашии произошло 11 ДТПВ «Белых камнях» - первая смена «Губернаторского лагеря»В «Белых камнях» - первая смена «Губернаторского лагеря»
Яндекс.Метрика