Загрузка страницы

Осенний лес - çÿремет

Çÿремет вăрманĕ. Пĕтĕмпех “Нива” хуçалăхăн çĕр лаптăкĕсем çинче вырнаçнă. Кунта лартса ÿстернĕ йывăçсем те чылай пулĕ, юман, лăсăллă йывăç лартнă. Çÿлелле ÿсме пулăшакан вĕтлĕх йывăç — акаци тата тополь те нумайччĕ. Çăка, вĕрене, хурама, çÿçе, йĕлме, шĕшкĕ, пилеш, çĕмĕрт тата ытти те пулĕ.100 гектар çинче.

Питĕ синкер, асаплă 1941—1945 çулсенче вăй питти çынсем фронтра, хĕрарăмсемпе ачасем тылра тăшмана çĕнтерессишĕн пĕтĕм вăя хунă. Ялти çынсен пÿрчĕсене ăшăтма та, апат пĕçерме те вутă-шанкă кирлĕ. Хуралçăсем çирĕп сыхланă пулсан та, çак катасене (вĕсем пысăк мар вĕт) тĕппипех касса йăтса çунтарса пĕтернĕ.

Çÿремет вăрманĕн çеç ытларах пайĕ сыхланса юлнă. Вăрçă пĕтни 77 çул; çав вăхăтра хунавран, вăрăран çĕнĕрен шăтса ÿснĕ ращасем хăй вăхăтĕнче тĕппипех пĕтнине ăнланма та май çук. Вăрман ÿснĕçемĕн сайраланать, юлнă йывăçсем капмарланаççĕ.
http://verkhnyaya-shorsirma.ru

Видео Осенний лес - çÿремет канала д. Верхняя Шорсирма
Показать
Комментарии отсутствуют
Введите заголовок:

Введите адрес ссылки:

Введите адрес видео с YouTube:

Зарегистрируйтесь или войдите с
Информация о видео
20 сентября 2022 г. 10:24:37
00:04:30
Яндекс.Метрика